Чӑваш чӗлхи
Раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 33-мӗш шкулта «тӗлӗнмелле вӑйлӑ пуҫару» кӑтартнӑ. Ҫакнӑ «Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ пӗлтернӗ. Хӗл Мучи те, Юр пике те чӑвашла калаҫнӑ, ачасем вара юрланӑ, ташларӗҫ, сӑвӑ каланӑ. Ҫакна Ирина Диарова йӗркеленӗ. «Хавал» пӗлтернӗ тӑрӑх, «паллах, пӗччен мар», пулӑшаканӗсем те пулнӑ: шкул директорӗ, шкулти вулавӑш ертӳҫи, Хӗл Мучи пулнӑ Александр Марсович Степанов, ытти ҫын та. Ирина Диарова чӑваш чӗлхине суйланӑ ашшӗ-амӑшне чӑвашла уяв иртересси пирки пӗлтернӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑсӑкланман, теприсе хутшӑнма кӑмӑл туман, виҫҫӗмӗшӗсе илтмен. Кӑмӑл тунисем, пӗр 50 ҫын, уява ачасене хутшӑнтарас тенӗ. Хӑйсем курма пухӑннӑ. «Хавал» ушкӑн Ирина Диарова пуҫарӑвне ырланӑ май ытти шкулта та уяча ҫапла чӑвашла ирттерме пулать тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхин черетлӗ урокӗ иртнӗ. Кун пирки асӑннӑ культура учрежденийӗн ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, заняти 18 сехетре пуҫланнӑ. Чӑваш чӗлхи урокне Артём Федоринчик лингвист ирттернӗ. Чӑваш чӗлхи вӗренес текенсемпе ӳркенменскер тӳлевсӗрех ӗҫленӗ. Чӑваш чӗлхи урокӗ унччен те иртнӗ. Малтанхине Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче пухӑннӑ. Сӑнӳкерчӗкре — шӑпах ҫав самант сӑнарланнӑ. Артём Федоринчик — Кейӳрен (Киевран). Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, чӗлхене хисеплесси унпа массӑллӑ хатӗрӗсем усӑ курнинчен килет. Шкул учебникӗсем ҫеҫ чӑвашла пулсан ачасен те вӑл чӗлхене вӗренес килмӗ тесе каланӑ вӑл титул чӗлхин ят-сумӗ шухӑшланӑ май темиҫе ҫул каялла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр. Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан эпир иртнине хисеплеме вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши е ҫав-ҫавах сысна евӗр чаваланӑпӑр-ши? Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр. Пурӑнатпӑр паян, виҫмине иртнӗ, ыранхи ҫитмен. Кунта ниепле те улшӑну кӗртме ҫук. Тата вулакансем те йышлах мар, сайт ҫине вара чылай ҫын ҫырӑннӑ пек курӑнать, е тата шучӗшӗн ҫеҫ ҫырӑннӑ-ши, "мёртвые души" евӗр? Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
|
Чӑваш чӗлхи
«Мӗнпур чӑваш эстради (ытларах пайӗ тейӗпӗр, пурте мар ҫапах та) «тамада тыткӑнӗнче» паян. Кунран-кун туй-ҫуй шурлӑхне путнӑҫем путса пырать вӑл, ӗҫкӗ-ҫикӗ шайӗпе аталанса (е, тӗрӗсрех, аталанмасӑр) пырать». Ҫак йӗркесен авторӗн шучӗпе тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑша тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Чӑнкӑ-чанкӑ. Новые и старые чувашские песни» пабликра хускатнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тахҫан та пӗрре сцена ҫине тухкалани» — пирӗн юрӑҫран чылайӑшне «сӑнара, имиджа тытса пыма кӑна кирлӗ», «ытларах вара вӗсем туй-ҫуй, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ». «Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ. Тата вӗсем ҫакна пытармаҫҫӗ те — социаллӑ медиари ушкӑнӗсенче ҫакна уҫҫӑн рекламӑлаҫҫӗ, телефонӗ-контакчӗсене ҫыраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрин хакӗсем те пур. Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ. Юрӑҫсем туй-ҫуйпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳрени тем пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Ҫак ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эс кам ачи?» пабликра хускатнӑ. «Паянхи ҫамрӑк ӑру чӑваш чӗлхинчен сивӗнсе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Вӗсем чӑвашла калаҫасшӑн та, чӑвашла вӗренесшӗн те мар. Чӑваш чӗлхине шкула тавӑрас тесе эпир петицисем ҫыратпӑр, калаҫатпӑр. Ку паха, питӗ паха, ҫапах та вӑйпа калаҫтарайӑн-ши ҫамрӑксене, шкул ачисене чӑвашла? Вӑйпа юраттарайӑн-ши чӑваш чӗлхине?», — хускатнӑ пост авторӗ ҫивӗч ыйтӑва. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк ӑрӑва чӑвашла таса, илемлӗ, юратса калаҫакан чӑнкӑ ҫамрӑк лидер, кумир (юрӑҫ е блогер) ҫитмест. «Tatarka e АИГЕЛ тутар чӗлхипе юрлакан юррисем айӗнче час-часах ҫапла комментарисем вулама пулать: «Только ради этой песни я готов выучить татарский язык». Ҫакна вырӑссем ҫыраҫҫӗ. Иккӗленместӗп: тутар ҫамрӑкӗсемшӗн те чӑнкӑ хӗрсем вӗсен/хӑйсен тӑван чӗлхипе пӗтӗм Раҫҫей илтмелле юрлани чыслӑ та кӑмӑллӑ. Пирӗн ҫамрӑксем валли юрлакан ҫӑлтӑрсем ҫукпа пӗрех, youtube та вӗсен чӗлхипе калаҫмасть», — тенӗ пост авторӗ. Ютуб чӑвашла калаҫманнине, ҫамрӑксен кумирӗ ҫуккине, сӑмах май, ҫак йӗркесен авторӗ тахҫантарах хатӗрленӗ пӗр интервьюра Турцире пурӑнакан Виктор Бычков дизайнер (вӑл — чӑваш) тӗлӗнмелле вырӑнлӑ хускатнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫисем «Словарь тӑвас ӗҫӗн хальхи ыйтӑвӗсем» ҫавра сӗтеле пухӑнса паянхи саманара сӑмах пуххисем хатӗрлесси тавра ҫуралакан ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн словарьсен уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Г.А. Дегтярёв, ҫав институтри чӗлхе пӗлӗвӗ уйрӑмӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ А.П. Долгова, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ В.Н. Алексеев, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Н.А. Плотников, вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.С. Егорова, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ А.В. Блинов, педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пуҫлӑхӗ А.Д. Ахвандерова тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Вут сӑмаха пурте пӗлетпӗр. Шанка хӑй тӗллӗн пит ҫӳресех каймасть хальхи чӗлхере. Ҫапах та ун хӑй тӗллӗн пӗлтерӗшӗ пур-ши? Пур. Шанкӑ вӑл хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑкана пӗлтернӗ. Вӑрмана ҫӳрекенсем курнӑ ӗнтӗ: ҫӑпата валли сӳме кайсан, ҫамрӑк ҫӑка касаҫҫӗ, ӑна пушшиччи теҫҫӗ, хуппине сӳсе илеҫҫӗ, вара ҫӑка патакки шап-шурӑ выртса юлать. Ҫавӑ иккен вӑл — шанкӑ. Вут-шанкӑ — хутма, ҫунтарма хатӗрлекен япала. Тӗрӗс ӗнтӗ, хуппине сӳсе илнӗ ҫамрӑк ҫӑка питӗ час типет, лайӑх ҫунать. Ӑна пуҫтарма та ҫӑмӑл.
Хыҫран хушни. «Шанкӑ» сӳнӗ ҫӑкаран пулса кайнине тӳрех калама йывӑр. Мӑшӑрлӑ сӑмахсенчи сайра усӑ кураканни ытларах чухне — пӗр пӗлтерӗшлӗ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула калаҫуран тухнӑскер пулать. Кунта та «шанкӑ» тени вутта пӑрахмалли туратпа е пулинккепе ахӑртнех ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, Ашмаринӑн сӑмах пуххине пӑхсан унта Юхма Мишши илсе пани чӑн та пур:
|
Чӑваш чӗлхи
Леонид Волков полпред пулнӑ чухнехи сӑнӳкерчӗк. 2013 ҫул Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче Чӑваш чӗлхи шкулӗ черетлӗ хутчен уҫӑлать. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут ӗҫлӗ. Чӑваш чӗлхи шкулне Леонид Волков полпредра тӑрӑшнӑ чухне Чӑваш культурин Мускаври пӗрлӗхӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса уҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче сыхланса юлнӑ 2013 ҫулхи сӑнӳкерчӗксене тата хыпара тишкерсен курса Леонид Волков уҫни яр уҫҫӑн курӑнать. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче те занятисем тӳлевсӗр пулӗҫ. Унта лекес тесен (495) 953-21-59 (полпредствӑн телефонӗ) е чӗлхене вӗрентекен Оксана Антонова патне 8-968-079-98-52 шӑнкӑравламалла, polprchuv@cap.ru электрон адреспа та ҫырса яма юрать. Чӑваш чӗлхине шӑматкунсерен вӗрентӗҫ. Пӗрремӗш заняти раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
«Аталану» ассоциаци (нумай чӗлхеллӗ ачасем)» ятлӑ ушкӑн Улӑп паттӑрпа паллаштарасшӑн. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Аталану» асоциаци ҫапла ҫырса хунӑ: «Хаклӑ тӑванӑмӑрсем, вырсарни кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10:00 сехетре пурне те ача-пӑча клубне йыхравлатпӑр. Программӑра: Улӑп паттӑрпа паллашни, ун пирки юмах итлени, чӑваш юрри-ташшине вӗренни, Наци радиовӗпе ҫыхӑну йӗркелени. Шӑпӑрлансене тата ашшӗ-амӑшне 10 сехете Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 19/37, «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи — Т.Т.) ют чӗлхе шкулне ҫитме ыйтатпӑр». Улӑп паттӑрпа паллашма, чӑвӑш юрри-ташшине вӗренес кӑмӑллисем тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-905-198-77-95 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӳк уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Аслӑ Новгород хулинче Чӗлхесен VI фестивалӗ иртӗ. Ӑна асӑннӑ хулари Ӑслӑ Ярослав ячӗллӗ университет, Новгород облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ тата «Страна языков» (чӑв. Чӗлхесен ҫӗршывӗ) тӗнче тетелӗнчи проект йӗркелеҫҫӗ. Фестивале Питӗр хулинчи Чӑваш чӗлхи клубӗн ертӳҫи Екатерина Данилова тухса кайнӑ. Ку мероприятие ют ҫӗршыври тата хамӑр тӑрӑхри чӗлхесене вӗренессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль лекторӗсем — профессиллӗ лингвистсем, филологсем, полиглотсем, чӗлхене юратакансем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакансем. Унта тӗрлӗ чӗлхе: нанай, грузин, эсперанто, ҫармӑс, польша, серб, китай, чӑваш, бурят, корея, пушкӑрт, серб/хорват, авалхи греци, индонези, литва, чех, араб, иокогамс пиджинӗ, яппун, испани, швед, фин, украина, каталан тата ыттисен хӑтлавӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |